Чӑваш наци вулавӑшне каллех Светлана Старикова ертсе пырӗ. Мӗншӗн каллех тенине тӳрех ӑнлантарса хӑварар-ха. Ҫак ӗҫре вӑл унччен те тӑрӑшнӑ. Пуҫлӑх пуканне вӑл 2002–2012-мӗш ҫулсенче йышӑннӑ. Чӑваш Енӗн культура министрӗ пулнӑ Роза Лизаковӑна директор тилхепине шанса панӑ хыҫҫӑн Старикова пуҫлӑх ҫумӗ пулса тӑчӗ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче Лизакова пуҫлӑх ӗҫне пӑрахнӑ хыҫҫӑн ертӳҫӗ тивӗҫне Стариковӑна пурнӑҫлама шанчӗҫ.
Светлана Старикова 1955 ҫулта Канаш районӗнчи Анаткас Кипеч ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ шутланать.
Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх республикӑри вӑрман лаптӑкӗн 26 пин ытла гектерӗнче хурт-кӑпшанкӑ хуҫаланать. Чи хӑруш лару-тӑру вара 16 пин гектарта иккен. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗпе танлаштарсан ку виҫе 7,2 пин гектар сахалтарах-ха та, анчах хӗпертемелли ытлашшиех ҫук имӗш. Сӑмахран, юман тата катӑркас ҫулҫӑпӑран лӗпӗшӗ (выр. листовертка) Вӑрнар, Етӗрне, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Шӑмӑршӑ вӑрман хуҫалӑхӗсенче уйрӑмах анлӑ сарӑлнӑ.
Сиен кӳрекен хуртсемпе кӗрешме республика 25 миллион тенкӗ ыйтнӑ имӗш, анчах ыйтнине тивӗҫтермен. Ҫавах та вӑрман хуҫалӑхӗ укҫасӑр лармасть — 2014–2016 ҫулсенче вӑрмана имҫамлама федераци хыснинчен 20,7 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ку «кӗмӗлпе» пурӗ 16 пин гектар лаптӑка сапма пулать имӗш.
Парижра пурӑнакан Ольга Николаева (Грелон) чӑвашла-хрантсусла словарь кӑларма ӗмӗтленни пирки хӑй вӑхӑтӗнче эпир пӗлтернӗччӗ. Халӗ тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар пӗлтӗмӗр — вӑл «Нарспи» мюзикл валли хрантсусла субтитр хатӗрлесшӗн иккен. Ҫак шухӑш патне вӑл кӑҫал ҫулла «Хавал» уйлӑхра пулнӑ хыҫҫӑн пырса ҫитнӗ. Аса илтеретпӗр, уйлӑха чӑваш чӗлхине вӗрентес тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
Унта Парижран килнӗ Ольга та хутшӑннӑ. Пӗччен мар, Мускавра пурӑнакан тӑванӗн хӗрӗпе. Ольгӑн ашшӗ-амӑшӗ — Канаш районӗнче ҫуралса ӳснӗскерсем. Анчах Чӑвашран тухса кайнӑ хыҫҫӑн кунта вӗсем пурӑнман, ҫулла пӗрер уйӑхлӑха килсе кайнипех ҫырлахнӑ. Мускаври патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ Ольга вырӑсла, хрантсусла, акӑлчанла пӗлет, халӗ нимӗҫ чӗлхине вӗренет. Кунсӑр пуҫне халӗ, ав, чӑваш чӗлхине те ӑша хывнӑ.
«Нарспи» мюзикл вырӑс субтитрӗсемпе DVD ҫине тухнӑ хыҫҫӑн Ольга ӑна хрантсусла куҫарма шухӑшлать.
Кӑҫалхи ҫӗртмен 22-мӗшӗнче Канаш хулипе районӗ Укринӑри Остер хулипе килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳ тунӑ иккен.
Чӑваш наци конгресӗн VIII отчетпа суйлав сьездне килнӗ май вӗсем Канаш ҫӗрӗ ҫине те ҫитсе курнӑ. Хӑнасем район администрацийӗн ларусен залӗнче концерт лартнӑ, суйлав комиссийӗсен председателӗсемпе тата секретарӗсемпе ирттернӗ канашлӑва хутшӑннӑ.
Канашсен ентешлӗхӗн председателӗ Анатолий Кипеч чӑвашсем тата Украина халӑхӗ хушшинчи туслӑ ҫыхӑнӑва ҫирӗплетессишӗн, ҫав шутра Ҫеҫпӗл Мишши ятне манӑҫтарас мар тесе тӑрӑшнӑшӑн Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
Мӗн кӑна шутласа ҫырса пымаҫҫӗ пулӗ ӗнтӗ: кайӑк-кӗшӗк шутне, выльӑх йышне... Пурне те асӑнса пӗтереймӗн. Халӗ тата Раҫҫейӗн статисчӗсем ҫынсем информаци технологийӗсемпе тата информаципе телекоммуникаци сечӗсемпе мӗн чухлӗ усӑ курнине картса пыма тытӑнӗҫ.
Асӑннӑ ҫырава ҫак уйӑхра ирттерме палӑртнӑ. Ӳлӗмрен ӑна ҫулсерен йӗркелӗҫ. Ун вӑхӑтӗнче ҫӗршыври 68,3 пин ҫынна «шӗкӗлчӗҫ». Статистсем 15 ҫултан пуҫласа 72 ҫулчченхисенчен ыйтса пӗлме палӑртаҫҫӗ. Пирӗн республикӑра ку ҫыравра 548 ҫын хуравӗпе кӑсӑкланӗҫ. Вӗсем тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫлекенскерсем пулмалла тата ытти енӗпе те уйрӑлса тӑмалла иккен. Ыйтӑма Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Сӗнтӗрвӑрри хулисенче тата Муркаш, Пӑрачкав, Красноармейски, Канаш тата Патӑрьел районӗсенче пурӑнакансене явӑҫтармалла.
Хайхи ҫырава хутшӑнакансен килте компьютер пуррипе ҫуккине, тӗнче тетелне тухнипе тухманнине, тухсан епле хӑвӑртлӑхпа кӗнине, мӗн тӗллевпе усӑ курнине пӗлтермелле.
Килти выльӑх-чӗрлехе вӑрласа кайни — полици ӗҫченӗсен практикинче тӑтӑшах тӗл пулакан пулӑм. Ҫакӑн пек чӗретлӗ пӑтӑрмах хальхичне Канаш районӗнче сиксе тухнӑ пулнӑ.
Асӑннӑ районӑн пӗр ялӗнче пурӑнакан арҫын час-часах сыпкалама юратнӑ. Ҫакӑн пек хӗренкеленӗ кунӗсенчен пӗринче вӑл хӑйӗн килӗ умӗнче сурӑха курах кайнӑ. Урамра никам ҫуккине кура вӑл выльӑха хӑйӗн кил хушшине астарса кӗртнӗ пулнӑ. Полици ӗҫченӗсем ҫитне ҫӗрелле хайхи арҫын килти выльӑха пусса ваклама та ӗлкернӗ.
Паянхи куна ют кил хуҫисен выльӑхне тытса ҫиме юратакан арҫынна хирӗҫ пуҫиле ӗҫне пуҫарнӑ.
Канаш район администрацийӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ кӗске информаци тӑрӑх унта халӗ ачасем вӗреннипе вӗренменнине ӑнланса илме йывӑр. Ӳкерчӗксем тӑрӑх пӑхсан, вӑл хупӑннӑ шкул мар-ши тесе те шухӑшлас килет. Е, тен, ҫук та пуль — икӗ хутлӑ пысӑк ҫурт ӗҫлекенскерех-тӗр. Вӗренекенӗсем сахал пирки аххӑртнех шӑпӑрлансем валли вырӑн туса парасшӑн пулӗ… Юрӗ, апла-и, капла-и, пуҫа ытлашши ватар мар…
Паян унта юсав ӗҫне пуҫарса янӑ. Шкула ҫӗнетсе 92 вырӑнлӑх ача пахчи уҫмалла тӑвасшӑн. Ҫак ӗҫ валли 45 миллион тенкӗ укҫа кирлӗ пулать.
Сӑнсем (10)
Ҫак ятпа Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗлти «Культура аталанӑвӗн тата вулавӑш тивӗҫтерӗвӗн центрӗ» бюджет учрежденийӗнче калаҫу сехечӗ ирттернӗ. Унта камсене чӗнни пирки ял тӑрӑхӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ кӗске информацирен ӑнланса илме йывӑртарах-ха. Анчах ачасемпе калаҫу ирттернӗ тенине шута илсен вырӑнти шкулта вӗренекенсем-тӗр тесе тӗшмӗртме пулать.
Мероприяти вӑхӑтӗнче аслисем эрех-сӑра сиенӗ пирки ӑнлантарнӑ. Ҫакна ӑша хывтарма плакатсемпе ваттисен сӑмахӗсем тӑрӑх тӑрӑшнӑ.
Нумаях пулмасть Канаш тӑрӑхӗнче 1972 ҫулта Японире иртнӗ Хӗллехи Олимп вӑййинче ҫӗнтернӗ Владимир Воронков йӗлтӗрҫӗ пулнӑ. Хӑй вӑл Комсомольски районӗнчи Тукай ялӗнче 1944 ҫулта ҫуралнӑ. Канаша Олимп чемпионӗ тӑванӗсем патне хӑнана пынӑ.
Владимир Воронков пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнпе хӑй ячӗпе хисепленекен Канашри спорт шкулне кӗрсе курнӑ. Унта вӑл Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи уҫӑ первенствӑна кайма ӗмӗтленекен йӗлтӗрҫӗсем тупӑшӑва епле хатӗрленнине хакланӑ. «Локомотив» ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулне те ҫитсе курнӑ. Унтан Канаш хулинче ҫав кунсенче мини-футбол енӗпе пӗрремӗш хут иртекен чемпионата уҫнӑ май пӗрремӗш мечӗке тапнӑ.
Канаша Олимп чемпионӗ тепӗр хут раштав уйӑхӗнче килсе ҫитме шантарнӑ. Унччен вӑл Олимп ҫулӑмӗн эстафетине хутшӑнма ӗлкӗрӗ…
Канаш хулинче культурӑпа кану паркӗнче «Шанӑҫпа юрату йывӑҫӗ» «ӳссе ларнӑ» иккен. Кӑҫал ҫуллахи кунсенче паркра ӑсталанӑ, вырнаҫтарнӑ пысӑках мар кӳлепесем хушшинче ҫак «йывӑҫ» кану вырӑнне илемлӗрех турӗ, пуянлатрӗ.
Канаш районӗн администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗнӗ кӳлепен композицийӗ вара ҫапларах: тимӗр «хулӑсене» усӑ курса чӗресенчен йывӑҫ ӑсталанӑ, тӑрринче вара — икӗ кӑвакарчӑнсен йӑви. Йывӑҫ патне пырас тесессӗн пысӑках мар таканланнӑ кӗпер урлӑ каҫмалла.
Кӳлепе авторӗ — хула паркӗн тӗп художникӗ — Федоров Георгий Аркадьевич.
— Тахҫанах паркра ҫамрӑк мӑшӑрсем валли хитре кӗтес хута ямалли ҫинчен шут тытнӑччӗ, вӑл вырӑнта асӑнмаллӑх сӑнӳкерчӗксем тума та меллӗ пулӗччӗ. Пур хулара та хӑйне майлӑ «туй вырӑнӗ» пур. Халӗ вара ун пек кӗтес малашне Канашра та пулӗ. Йывӑҫ тӑрри икӗ кӑвакарчана пӗрлештерет, ҫакӑ вӑл тасалӑха, юратупа пӗр шухӑшлӑха символлать, — каласа парать кӳлепе авторӗ Георгий Федоров.
Кунта вара пӗр-пӗрне савакансем йӑла тӑрӑх шанӑҫлӑх ҫӑрасене ҫакаҫҫӗ, ҫакӑнтах хаваспах ӳкеренеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |